Людмила Боброван ачалӑхӗ Тӗкӗрҫ ялӗнче иртнӗ. Ҫӗнӗ Шупашкара никӗсленӗ чухне ӑна тата тепӗр 12 яла ҫӗрпе танлаштарнӑ. Анчах та иртнине аса илтерекен вырӑнсем ҫав-ҫавах сыхланса юлнӑ. Бобровсен пахчинчи хурӑнсем халӗ чиркӳ сатӗнче кашласа лараҫҫӗ. Паллах, килӗ упранса юлман. Чи кӑсӑкли - кӗлӗ ҫурчӗн алтарӗ шӑпах кивӗ пӳрт вырӑнне лекет, каласа парать Людмила Дмитриевна.
Тӗкӗрҫ ялӗнче кам ӑҫта пурӑннине куҫа хупса каласа пама пултарать Людмила Боброва. Кӳршисен ҫурчӗсемпе мунчисем, колхоз сачӗ ӑҫта вырнаҫнине лайӑх ас тӑвать вӑл. Ҫӗнӗ Шупашкарти собор картишӗнче уҫӑлса ҫӳренӗ чухне куҫҫуль те тухать, тет.
Ҫак шухӑша Людмила Боброва 22-мӗш ҫулта пурнӑҫа кӗртме пуҫланӑ. Ятарлӑ курс пӗтерсе экскурсовод дипломне алла илнӗ. Ҫулталӑкран маршрут йӗркелесе унпа туристсене паллаштарма тытӑннӑ. Людмила Дмитриевнана Патшалӑх Думин депутачӗсемпе Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ валли экскурси ирттерме те шаннӑ. Тӗл пулусене хула ҫыннисем савӑнсах хутшӑнаҫҫӗ.
Людмила Боброва ачаранпах обществӑлла ӗҫре хастар пулнӑ. Ҫак кедрсене те хӑрма паман. Вӗсене хӑй вӑхӑтӗнче Кавказ тӑрӑхӗнчен Никита Иванов лесник илсе килнӗ. Тӑваттӑшӗнчен иккӗшӗ ҫеҫ чӗрӗлнӗ. Вӗсене сыхласа хӑварас тесе вӑрманҫӑпа шкул ачисем чылай тӑрӑшнӑ. Собор лаптӑкне йӗркеленӗ чухне йывӑҫсене тӗкӗнмен. Пӗлтӗр вара ҫак вырӑн ҫӗнӗ кедрпа пуянланнӑ.
Экскурсовод хӑйӗн ас илӗвӗсемпе ҫеҫ ҫырлахман, Тӗкӗрҫ ялӗнче пурӑннӑ ҫынсемпе тӗл пулсан калаҫнӑ, таврапӗлӳҫӗсемпе те канашланӑ. Туристсене Ҫӗнӗ Шупашкарта кӑтартмалли нимех те ҫук тенипе Людмила Дмитриевна килӗшмест. Ҫавӑнпа та тепӗр 2 ҫӗнӗ маршрут йӗркеленӗ вӑл. Ҫитес вӑхӑтра кӑмӑл тӑвакансем Аслӑ Ҫӗнтерӳпе ҫыхӑннӑ ҫулпа утса тухма пултарӗҫ. Пӗрремӗш урам, лавкка тата мунча пирки те каласа парасшӑн. Отставкӑри юстици подполковникӗ тивӗҫлӗ канура пӗрре те ахаль лармасть. Республика тата Раҫҫей шайӗнчи ӗҫ-пуҫа йӗркелеме хутшӑнать. Кӗмӗл волонтер хӑйӗн пулӑшӗвне сӗнме яланах хавас.
Вероника Павлова, Святослав Петров