Атӑл тӑрӑхӗнчи туризм маршручӗ Чӑваш Ен урлӑ выртать

Шупашкар - туристсен куҫӗпе. Чӑваш Ен пӗлтӗр "Аслӑ Атӑл ҫулӗ" наци туризм маршрутне лекнӗ. Вӑл пирӗн республикӑна тата кӳршӗллӗ Тутарстанпа Марий Эла ҫыхӑнтарать. Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи регионсемпе 4 кунра паллашма пулать. 

Хӑнасене чӑваш ҫӗрӗ ҫинче мӗнпе тӗлӗнтерме палӑртнӑ, ӑҫти вырӑнсене ҫитсе килме май пулӗ тата мӗнле апат-ҫимӗҫпе сӑйлама хатӗр? Ҫак вӑрттӑнлӑхсене уҫса парас тӗллевпе Экономика аталанӑвӗн министерстви пресс-тур йӗркелерӗ. 

Маршрут аслӑ юханшыв тӑрӑх хывнӑ ӗлӗкхи суту-илӳ ҫулне ҫӗннӗлле сӑнласа парать. Туризм проекчӗ Атӑл тӑрӑхӗнчи пур региона та пӗрлештерет. Хусанпа Сӗве, Шупашкар тата Йошкар-Ола урлӑ выртакан маршрут наци статусне тивӗҫнӗ. Ӗмӗрсем каялли пекех кунта хӑнасене мӗнпе илӗртмеллине пӗлеҫҫӗ. Кӗске хушӑра турист кӳршӗлле пурӑнакан халӑхсен хӑйнеевӗрлӗхпе паллашма пултарать. 

Чӑваш Ене килекен хӑнасене тараватлӑн кӗтсе илеҫҫӗ. Наци ҫи-пуҫӗллӗ ансамбль чӑваш юрри шӑрантарнӑ май урасем хӑйсемех ташша яраҫҫӗ. Туристсем авалхи халӑх историйӗн, йӑли-йӗрипе культурин авӑрне лекеҫҫӗ. Малтан хӑнасем валли Наци музейӗнче экскурси ирттереҫҫӗ. Кунти пӳлӗмсенче паха экспонатсемпе паллашма пулать. Вӗсем Атӑлҫи Пӑлхар тапхӑрӗнчен пуҫласа республикӑн хальхи кун-ҫулӗ пирки каласа параҫҫӗ. Акӑ, сӑмахран, кул-ҫурта упракан хӗрт-сурт кӳлепи, вил тӑпри ҫинчи палӑк, ӗлӗкхи руна ҫырулӑхӗ упранса юлнӑ паллӑ - пӗтӗмпех халӑх эткерӗ.

Музейра хальхи тапхӑр пуянлӑхӗпе те киленме пулать. Раҫҫейӗн тӗрленӗ карттине ҫӗршыври пур регионти маҫтӑрсем ӑсталнӑ - пӗтӗмӗпе 200 ытла ҫын тӑрӑшнӑ. Чӑваш Ен пуҫарнӑ проекта наци пуянлӑхӗ тесе йышӑннӑ. Картта 3 метр сарлакӑшӗ те 7 метр тӑршшӗ, 50 кило таять. Ӑна калӑплама вун-вун тӗрлӗ материалпа усӑ курнӑ, ҫав шутра тир, вӗтӗ шӑрҫапа шапа хуранӗ, пурҫӑн ҫип, пӑши шӑнӑрне те ӗҫе янӑ. 

Сӑра музейӗ - республика тӗп хулинчи ҫул ҫӳреве нумайлӑха асра хӑварма тивӗҫ тепӗр вырӑн. Ҫакнашкал музей тӗнчипе те иккӗ кӑна - пирӗн патра тата Польшӑра. 

Кунта ӗҫлекенсем экскурсисене халӑх йышлӑ ҫӳренине палӑртаҫҫӗ. Чӑваш сӑрин историйӗпе кунсерен 300-400 ҫын паллашма килет. Музейра туристсене ӗҫмелли-ҫимеллипе те сӑйлаҫҫӗ. 

Хӑнасене авалхи халӑх йӑли-йӗркине кӑтартса паракан ӗҫе явӑҫтарма тӑрӑшаҫҫӗ. Пирӗн телерадокомпанири Дарья Паскарюк корреспондентпа Святослав Петров оператор чӑваш туйне хутшӑнчӗҫ кӑна мар, тӗп сӑнарсен - пӗрлешекен мӑшӑр вырӑнӗнче пулчӗҫ. 

Кун хыҫҫӑн та туристене тӗлӗнтермелли сахал мар. Вӗсене Шупашкарӑн паллӑ вырӑнӗсене илсе ҫитерӗҫ. Вӑл шутра нумай пулмасть юсаса ҫӗнетнӗ Хӗрлӗ тӳрем, Мускав ҫыранлӑхӗ, Введени чиркӗвӗ, Ҫӗнтерӳ паркӗ, оперӑпа балет театрӗ, Чӑваш Енӗн мухтавлӑ ывӑлӗсен палӑкӗсем. Хӑнасем валли 2 кунлӑх пуян программа хатӗрленӗ. Пӗлтӗр республикӑна 800 пин ҫын килсе курнӑ. 2030-мӗш ҫул тӗлне ҫак кӑтартӑва икӗ хут ӳстерме тӗллев лартнӑ Чӑваш Правительстви.

Ҫавна май инфратытӑма аталантармалла, хӑна ҫурчӗсем тумалла. Халӗ, калӑпӑр, «Волга-Премиум» отельте ӗҫ вӗрет. Ӑна 5 ҫӑлтӑрлӑ шая ҫитересшӗн. Шӑплӑхра, тавралӑхпа киленсе канма кӑмӑллакансене глэмпингсенче вырнаҫтарма пултарӗҫ. Кану вырӑнӗсене Атӑл леш енче, Шупашкар, Красноармейски, Канаш, Улатӑр тӑрӑхӗсенче йӗркелеҫҫӗ. Юханшыв тӑрӑх ҫӳрекенсене те тимлӗх, Сӗнтӗрвӑррипе Куславккара причал стенисем тумалла.

Ҫавӑнпа пӗрлех туризм тытӑмӗнче ӗҫлеме пултаракансене хатӗрлессипе те ҫине тӑрса ӗҫлеҫҫӗ. "Профессионалитет" федераци программипе Шупашкарти апатлану технологийӗпе коммерци техникумӗнче тӗрлӗ специалиста - официантран пуҫласа отельсемпе ресторан ертӳҫисем таранах вӗрентсе кӑларма пуҫлаҫҫӗ. Кӑҫал республика нихҫанхинчен нумай хӑна йышӑнма хатӗр. "Аслӑ Атӑл ҫулӗ" наци маршручӗ уҫӑлсан ҫӗр пин юрӑ, ҫӗр пин тӗрӗ ҫӗрне иленекенсем тата ытларах пулмалла. 

Ирина Николаева, Дарья Паскарюк, Святослав Петров