ӗри-тавра ҫавӑрса илнӗ пӑрлак юр куписем ирӗлнӗ ҫемӗн те сахал мар йывӑрлӑх кӳреҫҫӗ. Ҫулсем ҫинче шыв капланса тӑрать. Водительсен кӳлленчӗксем айӗнчи шӑтӑк-путӑка лекесрен асӑрханса ҫӳреме тивет, ҫул йӗрӗ те паллӑ мар. Халӑхра ҫак лаптӑка Ҫул тӑкӑрлӑкӗ вырӑнне "ҫул тинӗсӗ" теҫҫӗ. Асфальта хушӑксем тӑрӑх шыв сӑрӑхса тулать. Уйрӑмах ҫуркунне йывӑр килет.
Шупашкарти ҫулсемшӗн яваплӑ управлени ертӳҫин ҫумӗ Константин Львов чылай чухне ахаль юсав ҫителӗксӗр пулнине пытармасть. Тӗпрен ҫӗнетмешкӗн проект хатӗрлемелле, унта ҫумӑр-юр шывӗ юхса каймалли тытӑма та пӑхса хумалла. Хальлӗхе вӑхӑтлӑх канавсем тума палӑртаҫҫӗ. Ленинла Комсомол урамӗнче те ҫак йывӑрлӑх. Асфальт хӗрринчи пӑрлак урамри пӑрӑхсен ӗҫне чӑрмав кӳрет. Ҫул ҫинче 10 сантиметр тарӑнӑш арканнӑ лаптӑксем.
Кӑнтӑр посӗлокӗнчи Айзман урамне 2018-мӗш ҫулта наци проекчӗпе ҫӗнетнӗ. Подрядчикӗн ӑна гарантипе пӑхса тӑмалла. Ҫитменлӗхсене кӗске вӑхӑтра тӗп тумасан, асфальт юхӑнса каясси паллӑ. Тӗп хулара халӗ ҫулсене лаптӑкӑн-лаптӑкӑн юсама пикеннӗ. Паянхи куна 350 тӑваткал метр сапланӑ.
Ҫулсене юсама чылай укҫа уйӑрнипе пӗрлех, вӗсене хӗл каҫа пӑхса тӑрасси те тӑкаклӑ. Тӗп хула администацийӗнчен пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкар урамӗсенчен 110 пин тонна яхӑн юр илсе тухнӑ. "Дорекс" пӗрлешӳ ӗҫе документсемпе тата фотоматериалсемпе ҫирӗплетет. Администрацире тӑрӑшакансем те вырӑна ҫитсе пӑхаҫҫӗ. Тӗрӗслекенсем чылай ҫитменлӗх тупса палӑртнӑ.
Коммуналлӑ хуҫалӑхра ӗҫлекенсем республика тӗп хулине йӗркене кӗртессипе малалла тӑрӑшаҫҫӗ - юра кӑпкалатаҫҫӗ, шыв пуххисене пӑртан тасатаҫҫӗ. Анчах асфальт хӗрринчи пӑрлӑ купасем хальлӗхе кашни утӑмра. Ҫулсем хӗл "тыткӑнӗнчен" хӑтӑлсан, вӗсене сапласси те кал-кал кайӗ, шантараҫҫӗ хула администрацийӗнче.
Ирина Николаева, Дарья Паскарюк, Святослав Петров