Лапсар тӑкӑрлӑкне тӗплӗ юсасси пирки ыйту час-часах ҫӗклеҫҫӗ, анчах та мӗн шухӑшланине вырӑнти влаҫсем халӗ те пурнӑҫа кӗртеймеҫҫӗ. Лаптӑка ҫӗнетме прокуратура тӑватӑ ҫул каяллах хистенӗ. Йӗрке хуралҫисем ыйтӑва тимлесех тӑраҫҫӗ. Вӗсем халӗ хула администрацийӗ суйланӑ подрядчикпе кӑмӑлсӑр. Сӑлтавӗ - "ДорСтар" компанин калӑпӑшлӑ ӗҫ валли опычӗ сахал пулни. Ӑна тата конкурс ирттермесӗрех ҫирӗплетнӗ. Сӑмах май, кун пек тума юрать, енчен те подрядчик палӑртнӑ суммӑпа ӗҫлесе курнӑ пулсан. Лапсар тӑкӑрлӑкне ҫӗнетме 600 ытла миллон тенкӗ тӑккалама палӑртнӑ. "ДорСтар" вара нумайран та ҫӗр миллион тенкӗллӗ проектсем пурнӑҫа кӗртнӗ. Тата тепӗр самант - компани ҫулсене тӗплӗ юсаса курман, пӑхса тӑрассипе ҫеҫ ӗҫленӗ. Ҫавӑнпа та хула влаҫӗн йышӑнӗвӗ прокуратурӑна иккӗлентернӗ те. Эпир ку ыйтупа Шупашкар администрацине ҫитрӗмӗр. Анчах та пире татӑклӑ хурав параймарӗҫ. Прокуратура тӗрӗслевӗн кӑтартӑвӗсене кӗтетпӗр, терӗҫ.
Сӗнтӗрвӑрри ҫулӗ те йӗрке хуралҫисен тимлӗхӗнче. Водительсем ку лаптӑкпа та нумай ҫул ӗнтӗ кӑмӑлсӑр. Вӑл республикӑн чи пысӑк хулисене - Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкара ҫыхӑнтарать. Ирсерен кунта ахаль те транспорт пӑкӑланса тӑрать. Шӑтӑк-путӑка пула лару-тӑру тата та йывӑрланать. Калинин район прокуратури хула администрацине ку ҫула ака уйӑхӗнче йӗркене кӗртме ыйтнӑ. Чӑн та, уйӑх каялла рабочисем кунта пулнӑ, анчах та ӗҫе ҫийӗнчен кӑна тунӑ. Ҫакна тӗплӗ юсав пулассипе сӑлтавлнӑ, ӑна ҫитес ҫула палӑртнӑ. Ҫакӑнпа прокуратура килӗшмен, суда панӑ.
Кунти асфальта ҫул-йӗр инспекторӗсем тата Раҫҫей халӑх фрончӗн хастарӗсем тӗпчерӗҫ. Вӑл хӑрушсӑрлӑх йӗркине пӑхӑнманнине ҫирӗплетрӗҫ специалистсем. Кун хыҫҫӑн ҫеҫ хула администрацинче юлнӑ шӑтӑк-путӑка саплама шантарчӗҫ. Сӑмах май, Cӗнтӗрвӑрри ҫулӗ 8 ҫухрӑм тӑршшӗ. Пӗр ҫухрӑмне - Калинин урамӗнчен пуҫласа "Кӗрӗк" таран юсанӑ. Ҫитес ҫул "Мегастроя" ҫити ҫӗнӗ асфальт хурасшӑн.
Вероника Павлова, Димитрий Макаров