Васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗпе пушар машинисем чӑрмавсӑрах ҫитме пултараҫҫӗ

Пӑрачкав районӗнче М-12 трассӑна тунӑ чухне аркатнӑ ҫулсене пӗтӗмпех юсаса пӗтернӗ, вак-тӗвек ӗҫсем кӑна юлнӑ. Ҫулсен пахалӑхне Транспорт министрӗ Владимир Осипов вырӑна ҫитсе хакларӗ. 

Пӑрачкав тӑрӑхӗнчи Кожевенное ялӗнче пурӑнакансем хӑйсен савӑнӑҫне пытармаҫҫӗ. М-12 ҫула тунӑ май, вӗсен ялӗ витӗр иртекен лаптӑка пысӑк тиевлӗ машинсем ҫӗмӗрсе пӗтернӗ. Ӑна йӗркене кӗртме ыйтса ӑҫта кӑна ҫитмен пулӗ ҫынсем. Кӑҫал тинех лару-тӑру лайӑхланнӑ. Халӗ кунта яп-яка ҫул.

Халӗ яла васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗпе пушар машинисем пӗр чӑрмавсӑрах ҫитме пултараҫҫӗ. Шкул автобусӗ те куллен ҫӳрет. Унчченхи ҫул вара хӑрушсӑрлӑх тӗлӗшӗнчен тивӗҫтермен. 

Чӑн та, лайӑх ҫул пулни ырӑлӑх, ҫав вӑхӑтрах тӳнтер енӗ те тупӑннӑ. Мочкасси ял старости Наталья Абрамова пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнӗ ҫулпа водительсем хӑвӑрт хӑвалама пуҫланӑ. Ҫавӑнпа та камера вырнаҫтарсассӑн, тротуарсене майлаштарсассӑн тем пекехчӗ, - терӗ. Транспорт министрӗ Владимир Осипов ҫулсен пахалӑхне хӑй тӗрӗслерӗ. Ӗҫе лайӑх тунине палӑртрӗ. Тепӗр тапхӑрпа ҫул хӗррисене йӗркене кӗртмелле тата паллӑсем лартса тухмалла. Ҫакна ҫанталӑк лайӑхлансанах тӑвас тӗллевлӗ. Кунти ҫулсене упрас тесе пысӑк тиевлӗ машинсене ҫӳреме чарма сӗннӗ. Анчах кун пек тума ирӗк ҫук. Ҫавӑнпа та ҫак лаптӑкра виҫев тӗрӗслевӗ вырнаҫтарнӑ. М-12 трассӑна хывнӑ чухне Чӑваш Енре пурӗ 43 ҫухрӑм ҫул юрӑхсӑра тухнӑ. Паянхи куна 35 ҫухрӑмне юсанӑ. Комсомольски тата Йӗпреҫ тӑрӑхӗсенче кӑна ӗҫсем юлнӑ. 

Надежда Александрова, Михаил Солин