Урӑх ҫӗршыври техникӑна хамӑрӑннипе улӑштармалла

Ҫакӑн пек тӗллев лартнӑ Шупашкарти машин туса кӑларакан пӗр предприятире. Унта ҫулсӑр-мӗнсӗр ҫӳреме пултаракан хӑватлӑ техника пуҫтарма тытӑннӑ. Пӗрремӗш хатӗр машинӑна Казахстана ӑсатнӑ та ӗнтӗ.

Пӗлтӗртенпе заводра импорта ылмаштарассипе хастар ӗҫлеҫҫӗ. Пирӗн ҫӗршыва хирӗҫ санкцисем йышӑнни, чикӗ леш енчи предприятисем Раҫҫейрен кайни - ҫакӑ кунти производствӑна аталантарма ҫул уҫса панӑ. Малашне йӑлтах хамӑр патра туса кӑларнӑ хатӗр-хӗтӗре усӑ курма пуҫласшӑн. Кунти пӗрремӗш хӑватлӑ машинӑна ҫӗр айӗнче пурлӑх кӑларассипе ӗҫлекен компани валли ятарласа туса кӑларнӑ. Техникӑна пӗтӗмпе тенӗ пек Раҫҫейри пайсенчен пуҫтарнӑ. Пирӗн ҫӗршывшӑн - ку ҫӗнӗлӗх. Ҫавӑнпа ӑна туянас текен чылай. Предприяти ҫитес 3 уйӑха килӗшусем алӑ пуснӑ. 

Ирина Николаева, Наталия Егорова, Михаил Солин