Пӗлтӗртенпе заводра импорта ылмаштарассипе хастар ӗҫлеҫҫӗ. Пирӗн ҫӗршыва хирӗҫ санкцисем йышӑнни, чикӗ леш енчи предприятисем Раҫҫейрен кайни - ҫакӑ кунти производствӑна аталантарма ҫул уҫса панӑ. Малашне йӑлтах хамӑр патра туса кӑларнӑ хатӗр-хӗтӗре усӑ курма пуҫласшӑн. Кунти пӗрремӗш хӑватлӑ машинӑна ҫӗр айӗнче пурлӑх кӑларассипе ӗҫлекен компани валли ятарласа туса кӑларнӑ. Техникӑна пӗтӗмпе тенӗ пек Раҫҫейри пайсенчен пуҫтарнӑ. Пирӗн ҫӗршывшӑн - ку ҫӗнӗлӗх. Ҫавӑнпа ӑна туянас текен чылай. Предприяти ҫитес 3 уйӑха килӗшусем алӑ пуснӑ.
Ирина Николаева, Наталия Егорова, Михаил Солин