Тӗп хулара пурӑнакансен тӳлевлӗ парковкӑсен тӗлӗшпе ыйтусем пур

Парковкӑсемпе усӑ курнӑшӑн тӳлемелли "Рупаркинг" хушӑмра улшӑнусем. Малашне водительсем машин е ятарлӑ лаптӑк номерне тӗрӗс мар ҫырсан ӑна тӳрлетме пултараҫҫӗ. Ҫакӑн валли пӗр талӑк параҫҫӗ. 

Шупашкарта паянхи куна машин лартмалли 21 ятарлӑ лаптӑк йӗркеленӗ. Вӗсенчен ытларах пайӗ - хула варринче, пысӑк суту-илӳ центрӗсем ҫывӑхӗнче. Парковкӑсем ирхи 8-тан пуҫласа 18 сехетчен ӗҫлеҫҫӗ. Ытти вӑхӑтра, кану тата уяв кунӗсенче вӗсем тӳлевсӗр. Ҫавӑн пекех талӑкӗпех ӗҫлекеннисем те пур. Хулара пурӑнакансем машинисене тӳлевсӗр пӗр сехетлӗхе хӑварма пултараҫҫӗ, унтан малтанхи икӗ сехетшӗн - 10-шар тенкӗ тӳлемелле пулать. Енчен те тимӗр урхамаха тата ытларах хӑварас тесен - кашни сехетшӗн - 30-шар тенкӗ. Ҫапла, тӗп хулари ҫӗр управленийӗнчен пӗлтернӗ тӑрӑх, 2021-мӗш ҫулта парковкӑсемпе усӑ курнӑшӑн миллион та 400 пин тенке яхӑн пуҫтарнӑ. Апла пулин те йӗрке пӑсакан чылай. Пӗлтӗр водительсене ятарлӑ лаптӑксемпе усӑ курнӑшӑн вӑхӑтра тӳлеменшӗн 4 миллион тенкӗлӗх штрафланӑ. Укҫа-тенкӗне парковкӑсене пӑхса тӑма, ҫӗнӗ хӑтлӑ вырӑнсем йӗркелеме тата вӗсенче видеокамерӑсем вырнаҫтарма яраҫҫӗ. 

Елена Дмитриева, Михаил Солин