Ҫулсене ҫӗнетес ӗҫ мӗнле пурнӑҫланнине хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков тимлерӗ.
Университет урамӗнчи 2 ҫухрӑм та 300 метр тӑршшӗ ҫула ака уйӑхӗнче юсама пуҫланӑ. Пӗтӗмпе 40 пин тӑваткал метр ҫинче асфальт сийӗпе бордюрсене тата тротуарсене ҫӗнетмелле. Ку тӗллевпе 132 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Палӑртнӑ тӑрӑх, транспорт ҫулӗ ҫинчи ӗҫсене ҫитес кӗҫнерникун туса пӗтермелле. Тротуарсене вара планпа ҫитес ҫул кӑна хута яма палӑртнӑ пулин те, подрядчик ӗҫе кӑҫалах вӗҫлеме шантарать. Ятарлӑ тӗрӗслевпе тухнӑ ушкӑн пысӑках мар кӑлтӑксем асӑрханӑ май иртен-ҫӳрен кӑмӑлне те ыйтса пӗлчӗ.
Алексей Енейкин, Димитрий Макаров