Ҫӗнӗ транспорт туянни 14-мӗш маршрута тӑсма май панӑ - халӗ троллейбуссем «Хӗвеллӗ» микрорайона та ҫитеҫҫӗ. Маларах кунта пӗр автобус маршручӗ ҫеҫ пулнӑ. Вӗр ҫӗнӗ транспорт ытти маршрутсемпе те ҫула тухрӗ, уйрӑмах халӑх йышлӑ ҫӳрекеннисене. 68 троллейбус туянма федераци бюджетӗнчен миллиард та 200 миллиона яхӑн укҫа уйӑрнӑ.
Ирина Николаева, Владимир Синдеев