Техника та, хӑйӑрпа тӑвар хутӑшӗ те ҫителӗклӗ

"Пӗрремӗш юр пӗрчисем ҫӗр ҫине ӳксен уйӑхран юр ларать", - тенӗ. Ҫак кунсенче республикӑра пирвайхи хӗл паллисене асӑрхарӑмӑр. Апла ҫулталӑкӑн сивӗ тапхӑрне тивӗҫлӗн кӗтсе илме хатӗрленмелле. Ҫул-йӗре, тротуарсене, картишсене хӗллехи тапхӑрта тасатса-тирпейлесе тӑракан техникӑна хаклама Шупашкар хулинчи пуҫлӑхсем "Дорэкс" пӗрлешӗвӗн машин-трактор паркне ҫитрӗҫ. 

Предприятин ӗҫ калӑпӑшӗ ҫулран-ҫул ӳссе пырать. Иртнӗ 2 ҫулта 150 пин тваткал метр лаптӑк хушӑннӑ. Хӗллехи тапхӑрта ӗҫлеме предприятин 85 машина-трактор пур. Ытларах пайӗ тӗрлӗ ӗҫ тӑвакан техника ҫине тиенет. Ун пеккисем паркра 35. Ҫавӑн пекех 29 трактор хулана юртан тасатма тухма хатӗр. Ытти - юр тиекен техника, роторсемпе грейдерсем.

Аякранах мӑнаҫлӑн курӑнса ларакан ҫак хурҫӑ ут хулипе те 2 кӑна. Вӑл грейдерпа пӗрле ӗҫлесе ҫулсене уҫса анлӑлатать. Хӑватлӑ техникӑпа ӗҫлекен Алексей Яковлева хӗл кунӗсем ҫывхарни пӗрре те хӑрамасть. 

Иртнӗ тапхӑрта предприяти 10 ҫӗнӗ техника туяннӑ. Кӑҫал тротуарсене тасатса тӑма хӑйӑр сапакан 3 прицеплӑ машин илесшӗн. Юр ирӗлтерекен хатӗр те лару-тӑрава самай ҫӑмӑллатмалла.

Иртнӗ сезонта хуларан 59 пин тонна яхӑн юр илсе тухнӑ, ятарлӑ машинӑра 3 пин ҫурӑ тонна ирӗлтернӗ. Ҫитес хӗл валли бюджетра 70 пин тонна юр хырса турттарма, 10 пин кубла метр ирӗлтерме укҫа пӑхса хунӑ. Хӗллехи, талӑкӗпех сыхӑ тӑмалли ӗҫ йӗрки ҫине ҫак уйӑх варринче куҫма палӑртнӑ.

Алиса Александрова, Святослав Петров