Валерий Егоров водитель ҫӗнӗ машинӑпа паллаштарать. Унпа Красноармейскинчи 32-мӗш пушар чаҫне пӗлтӗр тивӗҫтернӗ. Ӑна ӗҫре тӗрӗслесе пӑхнӑ та ӗнтӗ. Пичкене 6 тонна шыв кӗрет, ҫӳллӗшне хӑпарма пусма пур, насус хӑвачӗ те пысӑк. "Иртнӗ ҫулсенче техника паркӗ самай пуянланчӗ", каласа кӑтартать Валерий Егоров. Сӑмах май, пушар хуралӗнче вӑл 1996-мӗш ҫултанпах. Ҫак ӗҫе суйланӑшӑн пӗрре те ӳкӗнмен. Васкавлӑ службӑсем ӗҫре мӗнле хатӗрсемпе усӑ курнине Республика Тӳремӗнче пахалама май килчӗ. Кунта хӑйне евӗр курав иртрӗ. Васкавлӑ службӑсен иртнӗ ҫулхи ӗҫне Правительство ҫуртӗнче пӗтӗмлетрӗҫ. "Кӑтартусем начар мар, ҫапах та лӑпланса ларма юрамасть", - палӑртрӗ Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.
Екатерина Фомина, Виктор Степанов