Шупашкарти Граждан урамӗнчи ҫула йӗркене кӗртме тытӑннӑ

Кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнче пурӑнакансем валли ку пӗлтерӗшлӗ пулӑм.

Граждан урамӗнчи ҫула юсама ҫынсем влаҫсене пӗрре мар ыйтнӑ. Юлашки хут ӑна хӑҫан тӗпрен ҫӗнетнине те ас тумаҫҫӗ кунта пурӑнакансем. Машинпа чупакансем ҫеҫ мар, ҫуран ҫӳрекенсем те кӑмӑлсӑр. Асфальтпа пӗрле тротуар та шӑтӑк-путӑк ӑшӑнче. Тепӗр самант та ҫынсене шухӑшлаттарать. Ҫумӑр шывӗ юхса каймалли тытӑм кунта нихҫан та пулман, иккен. Ҫавӑнпа шыв пухӑнса тӑнипе ҫул хӑвӑрт арканать. Унсӑр пуҫне машинсем кӳленчӗке иртен-ҫӳрене сирпӗтсе хӑвараҫҫӗ.

Вероника Павлова, Юрий Стифонов