Подрядчиксем халӗ инженери тытӑмне куҫараҫҫӗ. Юсавӑн тӗп тапхӑрӗ шыв-шур типсен пуҫланӗ.
Кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнче 90 пин ытла ҫын пурӑнать, кашнин кулленех вӗренӳ е ӗҫ вырӑнне ҫитмелле. Ҫапах ҫу уйӑхӗнчен пуҫласа транспорт юхӑмне вырӑн-вырӑнпа чарса лартма тивӗ. Ҫула 50-шар метр пайласа пайӑн-пайӑн юсаса пырӗҫ. Паллах, ҫак тапхӑрта ҫынсене кунтан ҫӳреме кансӗр пулӗ.
Алиса Александрова, Михаил Солин.