Шупашкарти 1-мӗш маршрутпа ҫӗнӗ троллейбуссем ҫӳреме пуҫланӑ

"Хӑрушлӑхсӑр паха ҫулсем" наци проекчӗпе килӗшӳллӗн иртнӗ ҫулхи раштав уйӑхӗнче республикӑна 40 троллейбус килсе ҫитнӗ. Пушкӑрт Республикинче туса кӑларнӑ техника тӗп хулари 1-мӗш маршрутпа ҫӳрекен кивелнӗ машинсене улӑштарӗ. Ҫӗнӗ троллейбуссем ҫула тухнӑ та ӗнтӗ. 

Ҫӗнӗ техника - ҫӗнех. Рейса тухакан электричество транспорчӗ хӑтлӑрах та ӑшӑрах. Картлашкасем пулманран унпа чӑрмавсӑрах сусӑрсем те усӑ курма пултараҫҫӗ. Салонра информаци тытӑмӗ пур. Телефона авӑрлама май пулни те хальхи вӑхӑтра питӗ пӗлтерӗшлӗ. Йӗркелӗхе асӑрхаса тӑма видеосӑнав камерисем вырнаҫтарнӑ. 

Сӑмах май, Чӑваш Ен обществӑлла транспорта ҫӗнетессипе ӑнӑҫлӑ ӗҫлекен регионсенчен пӗри. Иртнӗ 5 ҫулта республикӑри троллейбус паркӗ 221 машинпа пуянланнӑ. Унччен электричествӑпа ҫӳрекен техникӑн вӑтам ҫулӗ 17 ҫулпа танлашнӑ пулнӑ. Халӗ рейса тухакан мӑйракаллӑ транспорт 3 хут "ҫамрӑкланнӑ".

Троллейбусӑн пӗрремӗш маршрутне ахальтен мар тимлӗх уйӑрнӑ. Вӑл Шупашкарӑн виҫӗ районне ҫыхӑнтарать. Ҫул тӑршшӗ - 43 ҫухрӑма яхӑн. Чӑваш Еншӗн пӗлтерӗшлӗ те пысӑк предприятисене ӗҫлекенсене кирлӗ ҫӗре ҫитме пулӑшать. Иртнӗ ҫулхи кӑтарту тӑрӑх, ҫак маршрутпа 11 миллиона яхӑн пассажира турттарнӑ. Пӗрремӗш хут вара вӑл ҫула 1964-мӗш ҫулхи чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗнче тухнӑ. 

Леонид Петров, Денис Пахмутов, Виктор Степанов.