Ӑмӑртӑва савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура "Ҫӗнӗ хула" микрорайонта уҫрӗҫ. Ҫӗршывӑн тӗрлӗ хулинчен 32 водитель хутшӑнать унта. Вӗсенчен кашни хӑйӗн регионӗнче чи лайӑххи ята тивӗҫнӗ. Ку конкурсра водительсем ӑсталӑха тата та ӳстерес тӗллевлӗ. Ҫав вӑхӑтрах ҫӗнӗ опыт пухасса шанаҫҫӗ. Чи малтан старта пирӗн республика чысне хӳтелекен Эдуард Арсентьев тухрӗ. - Пӗрремӗш пулма питӗ хумхануллӑ та яваплӑ, - тет. Финиша вӑл 4 минут та виҫӗ ҫеккунтра ҫитрӗ. Мӗнпур чӑрмава ҫӑмӑллӑнах парӑнтарчӗ.
Троллейбус водителӗнче Эдуард Арсентьев 28 ҫул тӑрӑшать, пассажирсене 1-мӗш маршрутпа турттарать. Конкурса хутшӑнакан ӗҫтешӗсен ӑсталӑхӗ пысӑк пулнине палӑртать вӑл. Ҫавна май ҫӗнтерме ҫӑмӑлах пулмӗ. Водительсем тӗрлӗ хӑнӑхтару пурнӑҫларӗҫ. Тӳресем хӑвӑртлӑха, йӗркене пӑхӑннине шута илчӗҫ. Чи кӑсӑклӑ тупӑшусенчен пӗри - троллейбус салонӗнчи пуканене ӳкермесӗр вырӑна илсе ҫитересси.
Диана Иванова, Денис Пахмутов, Святослав Петров