Шупашкарта пурӑнакансем пӗр самантлӑха Совет тапхӑрне таврӑнма пултарчӗҫ

Хула ҫыннисене ӗлӗкхи "ЗиУ-5" троллейбус ҫула тухса савӑнтарчӗ. Вӑл пассажирсене 1-мӗш маршрутпа турттарчӗ. Ҫакӑн пек парне Троллейбус управленийӗ ҫуралнӑ кунӗ тӗлне хатӗрленӗ. 

Пассажирсен кӑмӑлне ӗлӗкхи юрӑ-кӗвӗ хавхалантарчӗ. Ятарлӑ тум тӑхӑннӑ водитель те, билет паракан хатӗрсем те, салонра ҫырнӑ сӑмахсем те - ҫынсене Совет тапхӑрне тавӑрчӗҫ тейӗн. Чӑн та, тулта 2022-мӗш ҫул хуҫаланнине ӗненме те йывӑр. Пассажирсен йышӗнче - Шупашкарти троллейбус управленийӗнче тӑрӑшакансем те. Людмила Качаловапа Надежда Морозова пӗрлешӳре 80-мӗш ҫултанпа тӑрӑшаҫҫӗ. «ЗиУ-5» ҫула тухнине пӗлсен, унпа ӗҫе ҫитме калаҫса татӑлнӑ. 

Владимир Спиридонов вара 48 ҫул троллейбус водителӗнче ӗҫлет. Ҫавӑнпа шӑпах ӑна «ЗиУ-5» рулӗ умне ларма шаннӑ. Ку техникӑпах пурнӑҫри телейлӗ самант та ҫыхӑннӑ. Вӑл хӑйӗн мӑшӑрне троллейбусра тӗл пулнӑ. Кӗҫех ылтӑн туй паллӑ тӑвӗҫ. Ӗҫе пуҫтарӑнма та Владимир Спиридонова, паллах, мӑшӑрӗ ялан пулӑшать. Водитель сӑмахӗпе «ЗиУ-5пе» вӑл кашни кунах ҫӳреме хатӗр. Ҫӗнӗ троллейбуссемпе, паллах, ӗҫлеме ҫӑмӑлрах. Вӗсенче руле те хӑвна кирлӗ пек йӗркелеме пулать, ларкӑч та яланах ӑшӑ. Пӗр пысӑк ҫитменлӗх кӑна - вӗсем ҫамрӑклӑха тавӑрма пултараймаҫҫӗ. 

Вероника Павлова, Димитрий Макаров