Шупашкарта Лапсар тӑкӑрлӑкне йӗркене кӗртеҫҫӗ

"Дорэкс" пӗрлешӳре ӗҫлекенсем унта 2-мӗш эрне тӑрӑшаҫҫӗ.

Шупашкар администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, хӑш-пӗр кун ҫак вырӑнта пӗр сехетре 2 пине яхӑн машин иртсе каять. Апла пулин те ку лаптӑка транспорта ҫӳреме юрӑхлӑ тесе калама чӗлхе ҫаврӑнмасть. Юлашки ҫулсенче вӑл водительсене самай сехӗрлентерме пуҫланӑ, кунтан пач ҫӳреми пулнӑ вӗсем. Обществӑлла транспортшӑн вара урӑх ҫул ҫук - маршрутран пӑрӑнма юрамасть. 

Алиса Александрова, Евгения Зиновьева, Семен Антонов