Шупашкарта КАМАЗ туса кӑларнӑ ҫӗнӗ йышши троллейбус епле ӗҫленине тӗрӗслеҫҫӗ

Хальлӗхе пӗртен-пӗр машин хула урамӗсене тухать. Пассажирсене турттарма пуҫличчен троллейбус темиҫе уйӑх пирӗн ҫулсем ҫинче хӑйне кӑтартать. Ҫӗнӗ электротранспорта республикӑра йӗркеленӗ КАМАЗ кунӗ тӗлне илсе ҫитернӗ. 

Кирек епле ҫанталӑкра та унӑн пассажирсене турттармалла. Ҫӗнӗ троллейбус хӑй мӗн пултарнине кӑтарса пама хатӗр. Электротранпорта пӗр харӑс 85 ҫын вырнаҫаять, вӗсенчен 34-шӗ ларса пыраять. Хӑтлӑх енчен тата сусӑрсене меллӗ пултӑр тесе чылай ыйтӑва тивӗҫтерет. Сӑмахран, троллейбус урайӗсем аяларах, варринчи алӑкӗ сарлакарах, тӑрса пыракансем аманасран айккисене ҫемҫетнӗ. Салона ӑшӑрах е уҫӑрах тума пулать, телефонсене авӑрламалли май пур, видеосӑнав камерисемпе спутник навигацийӗпе тивӗҫтернӗ, водительпе ҫыхӑнмалли пускӑч вырнаҫтарнӑ. Паллах, руль умӗнче ларса пыракан пирки те шуталнӑ, ӗҫе ҫӑмӑллатмалли майсене пӑхса хунӑ.

Экологине сахалрах сиен кӳни те пӗлтерӗшлӗ. Ахаль троллейбуссемпе танлаштарсан, ку - энерги перекетлеет. Ҫапла майпа электротранспорт тепӗр 20-30 ҫухрӑм таран автономлӑ ҫӳреме пултарать. Ҫакӑ хулари обществӑлла транспорт маршручӗсене тӑсма май парать. Калӑпӑр, контакт тытӑмӗ ҫитеймен ҫӗнӗ микрорайонсене. Тепӗр хут чӗртме палӑртнӑ Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хушшинчи троллейбус маршрутне те шӑпах ҫак электротранспорта ярасшӑн. Вӑл сехетре 70 ҫухрӑм хӑвӑртлӑхпа ҫӳреме пултарать. Троллейбусӑн 75 процентне Раҫҫейре туса кӑларакан хатӗрсенчен пухнине палӑртаҫҫӗ КАМАЗра. 

Ҫӗнӗ троллейбус хӑйне аван кӑтартсан, республика ӑна пысӑк партипе илес тӗллевлӗ. Палӑртмалла, тепӗр ҫул вӗҫлениччен республика 150 ытла троллейбуспа 47 автобус туянма шутланӑ, 21 троллейбуса кӑҫал кӗтеҫҫӗ. 

Ирина Николаева, Светлана Позднякова, Михаил Солин