Шупашкарта "Хӑрушлӑхсӑр тата паха ҫулсем" наци проекчӗпе юсакан объектсене йышӑнаҫҫӗ

Кӑҫал республика тӗп хулинче 11 ҫухрӑм ҫурӑ ҫул-йӗр ҫӗнетмелле. Ытларахӑшӗнче ӗҫе вӗҫленӗ. Юсанӑ лаптӑксене ятарлӑ комисси пахалать. Ҫитменлӗхсемшӗн вара подрядчике кӑна мар, ӗҫе хушакана та явап тыттараҫҫӗ.

Наци проекчӗпе килӗшӳллӗн, ҫула йӗркене кӗртнипе пӗрлех тротуарсене хӑтлӑх кӳмелле тата юнашар ешӗл курӑк акса хӑвармалла. Магницкий урамӗнче 2 ҫухрӑм та 300 метра ҫӗнетнӗ, ӗҫе тума 41 миллион тенкӗ ытла уйӑрса панӑ. Шӑтӑк-путӑка якатса такӑрлатнӑ ҫула халӗ водительсемпе ҫуран ҫӳрекенсем хаклама пултарҫҫӗ. Анчах тӗрӗслекенсем  урӑх чӑрмавсем асӑрхарӗҫ. Калӑпӑр, шыв юххин люкӗсене асфальтран ҫӳлерех хӑварнӑран вӗсем машинсене сиктереҫҫӗ. Ҫул айккинчи чулсене те кирлӗ пек вырнаҫтарман - ачине кӳмепе турттаракан амӑшӗсене тата сусӑрсене ҫӳреме кансӗр. Кӑнтӑр посёлокӗнче кӑҫал чылай лаптӑка юсаса ҫӗнетнӗ. Ҫав шутра Волков урамӗнчи ҫула та.

Тӗрӗслекенсем ку хутӗнче те ҫитменлӗхсене шута илӗҫ - аркатнӑ чулсене улӑштармаллине палӑртрӗҫ. Никитин урамӗнче те юсава тахҫанах кӗтнӗ. 400 метр ҫула ҫӗнетме 7 миллион тенкӗ пӑхса хунӑ. Кунта икӗ сий асфальт сарнӑ, пӗр енче бордюрсене улӑштарнӑ, тротуарсене те тимлӗх уйӑрнӑ. Анчах иртсе кайнӑ ҫумӑр пысӑк йывӑрлӑх кӑларса тӑратнӑ - ҫул айккинчи вак чула капланса килнӗ шыв юхтарса сапаланӑ. Ҫывӑх вӑхӑтра кунта пӑрӑх хурас е ыйтӑва урӑхла майпа татса парассине шантарчӗҫ хула администрацийӗнче ӗҫлекенсем.

Шупашкарӑн тепӗр енче - Чапаев посёлокӗнче те палӑртнӑ лаптӑксене юсаса тирпейленӗ. 2 урамра асфальта якатнӑ, ҫул урлӑ каҫмалли хушма вырӑнсем йӗркеленӗ, ҫӗнӗ тротуарсем хывнӑ, кивӗ юмана та упраса хӑварма пултарнӑ. Анчах Киров урамӗнче транспорт ҫӳремелли ҫулпа тротуар пӗр шайра пулни хӑрушӑ - ҫынсемпе машинсене вак чул кӑна уйӑрать. Ӗҫе хушаканӑн ҫакна маларах шута илмеллине асӑрхаттарчӗҫ депутатсем. Ҫитес ҫул кунта пӗчӗк карта тытма тӗллев лартнӑ. Пӗтӗмӗшле республика тӗп хулинче кӑҫал наци проекчӗпе ҫулсене юсама 430 миллион тенкӗ пӑхса хунӑ, ҫак укҫапа 15 тӗлте ӗҫ вӗрет. Чылай чухне хӑш ҫула юсамаллине хула ҫыннисем палӑртаҫҫӗ.
Асӑрханӑ ҫитменлӗхсене тӗп тумасан ӗҫе йышӑнмаҫҫӗ, унсӑр пуҫне юсав вӑраха кайнӑшӑн та тӳлеттереҫҫӗ. Ҫавӑнпа пӗрлех гарантипе подрядчикӗн ҫула  чылай вӑхӑт пӑхса  тӑмалла. 

Ирина Николаева, Игорь Ульянов