Шупашкарта ҫӗнӗ троллейбуссем ҫула тухма хатӗрленеҫҫӗ

Раҫҫей Правительстви Чӑваш Ене 68 троллейбус туянма пӗр миллиард та 200 миллиона яхӑн тенкӗ уйӑрнӑ. Хальлӗхе Шупашкара 3 троллейбус кӳрсе килнӗ. Ҫӗнӗ техникӑна Транспорт министерстви йӗркеленӗ ятарлӑ комисси йышӑнчӗ.

Ҫӗнӗ троллейбуссем 1-мӗш номерлӗ маршрутпа ҫӳрӗҫ. Ҫула тухиччен вӗсене дезинфекци тӑвӗҫ, юсавлӑ пулнине тепӗр хут тӗрӗслӗҫ. Мӑйракаллӑ транспортпа ҫынсене ҫӳреме хӑтлӑ та меллӗ пулӗ. Алӑкӗсем ҫинче водительпе ҫыхӑнмалли пускӑч пур, "ЭРА ГЛОНАСС" навигаци тытӑмӗпе те тивӗҫтернӗ ӑна. Троллейбуссене Ӗпхӳри заводра туса кӑларнӑ. Ҫывӑх вӑхӑтра тӗп хулара ҫӗнӗ транспорт шучӗ тата та ӳсӗ. Ҫавӑн пекех унпа Ҫӗнӗ Шупашкара та тивӗҫтерӗҫ. 

 


Надежда Александрова, Михаил Солин