Шупашкара ларса кайма та, каялла таврӑнма та пулать

Элӗк тӑрӑхӗнчи Тавӑтра пурӑнакансен халӗ район центӑрне мӗнле ҫитесси пирки пуҫ ватмаҫҫӗ. Яла кашни кун пассажир транспорчӗ хутлать. Хӗрлӗ Чутай округӗнчи Туканаша та автобус янӑ. 

Тавӑт ялӗ Элӗкрен 10 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ. Тӗрлӗ ӗҫпе райцентра ҫитме чӗр нуша пулнӑ, каласа параҫҫӗ кунта пурӑнакансем. Машин пурин те ҫук, таксипе ҫӳреме - тӑкаклӑ. Автобус малтан ялах кӗрсе тухнӑ, анчах кайран темшӗн пӑрахнӑ. Халӑх ҫак ыйтупа влаҫра тӑракансем патне пӗрре мар тухнӑ, Патшалӑх Думин депутатӗнчен те пулӑшу ыйтнӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн лав тинех вырӑнтан тапраннӑ. 

Шупашкара та ларса кайма пулать, каялла таврӑнма та. Ялта пурӑнакансем валли ку меллӗ. Анчах ҫынсене ҫул пахалӑхӗ пӑшӑрхантарать. Тавӑт патӗнчи лаптӑка юсасан тем пекехчӗ, - теҫҫӗ вӗсем. 

Хӗрлӗ Чутай округӗнчи Туканашра пурӑнакансене те малашне обществӑлла транспортпа ҫӳреме меллӗрех пулӗ. Унччен автобус чарӑну пулманнипе ҫынсене ялтан пӗр ҫухрӑмра хӑварнӑ. Халӗ лару-тӑру улшӑннӑ - асфальт ҫула анлӑлатнӑ, тротуар сарнӑ, ҫутӑ хунарӗсем вырнаҫтарнӑ. 

Ӗҫе подрядчик пӗлтӗр пуҫӑннӑ. Ҫак кунсенче строительсем автобус чарӑнӑвне лартса объекта хута яма палӑртаҫҫӗ.

Вероника Павлова, Андрей Шоклев, Святослав Петров