"Шупашкар-Муркаш" ҫулпа ҫӳрекен 112-мӗш автобус тӗп хулана ӗҫе ҫӳрекен медицина ӗҫченӗсене виҫӗ кун тӳлевсӗр турттарать

Коронавирус сарӑлса пынӑ вӑхӑтра уйрӑм ҫынсем ырӑ тӗслӗх кӑтартнипе йывӑрлӑх тӳсекенсене май килнӗ таран пулӑшу сӗнекенсем йышланса пыраҫҫӗ.

Никитинсем, ашшӗпе ывӑлӗ, Шупашкар-Муркаш ҫулӗ ҫинче 2001-мӗш ҫултанпа,19 ҫул ӗнтӗ автобус ҫӳретеҫҫӗ, кашни пилӗк ҫулта "тӳлевсӗр кунсем" ирттерсе ҫынсемшӗн пӗчӗк уяв туса панӑ. "Кӑҫал ҫавра ҫул мар та, анчах ҫак йывӑр вӑхӑтра айккинче юлма пултараймарӑмӑр", - тет Николай Никитин. Вӗсем ака уйӑхӗн 20, 21, 22-мӗш кунӗсенче 32 рейсра ирхине 5 сехетрен пуҫласа 9-ччен, 12-пе 14-ччен, каҫхине 17-рен 19 сехет ҫурӑччен Шупашкарта тата Муркаш районӗнчи сыватмӑшсенче ӗҫлекенсене тӳлевсӗр лартса ҫӳреме йышӑннӑ.

Марина Карягина, Ирина Ромадова, Никита Углёв