Республика тӳремӗнче 50 яхӑн вӗр-ҫӗнӗ сарӑ автобуссем ретӗн-ретӗн тӑрса тухнӑ. Вӗсем тӗрлӗ вырӑнлӑ: 17-рен пуҫласа 32 ача валли.Чи нумай - 6 автобус илекенни Шупашкар тӑрӑхӗ пулчӗ.
Юрий Иванов Шупашкар тӑрӑхӗнчи Атайкасси шкулӗнче 3-мӗш ҫул водительте ӗҫлет. Унӑн стажӗ 43 ҫулпа танлашать. Ҫӗнӗ техникӑна тӗплӗн тӗрӗслемелле, тет вӑл. Кунне 2-3 рейс тӑвать. Унӑн авобусӗ ҫине кашни кунах 18 ачаран кая мар ларать. Яваплӑх питӗ пысӑк.
Красноармейски тӑрӑхне 2 ГАЗель уйӑрма йышӑннӑ. Унти шкулсен директорӗсем те автобус паркӗ ҫӗнелнишӗн савӑннӑ.
Автобуссем пурте хӑтлӑ та хӑрушсӑрлӑх ыйтӑвӗсене тивӗҫтереҫҫӗ. Кашнинчех ҫыхӑнмалли пиҫиххисем, ГЛОНАСС тытӑмӗ, асӑрхаттаракан ҫутӑ хатӗрӗ пур. Юлашки ҫулсенче республикӑра шкул автобусӗсен паркӗ 171 техникӑпа пуняланнӑ. Хальхи вӑхӑтра куллен 360 автобус 13 пин те 500 ачана турттарать.
Надежда Александрова, Екатерина Янгалакова