Саплани пулӑшмасть - тӗплӗ юсав кирлӗ

Елчӗк районӗнчи Яманчурел тӑрӑхӗнче пурӑнакансем Патӑрьелпе Шӑмӑршӑ енне каймалли ҫул йӗркерен тухнипе пӑшӑрханаҫҫӗ. Кун пирки интернетра тӗрлӗ видео вырнаҫтараҫҫӗ.

Патӑрьел енчен килекенсем Елчӗк районне кӗрсенех ҫакӑн пек асаплӑ ҫул пуҫланать теҫҫӗ. Транспорта пӑсмасӑр ҫӳрес пулсан ҫуран утнӑ пек майпен пымаллине калаҫҫӗ. Темле асӑрхануллӑ пулсан та машинсем кунта тӑтӑшах ҫӗмрӗлеҫҫӗ. Чылай чухне шӑтӑк-путӑк асфальтпа пыриччен ҫул хӗррине суйлаҫҫӗ водительсем. Анчах, вӑл та ванса пӗтнӗ. Кунта кашни кунах йывӑр тиевлӗ транспорт Яманчурел карьерӗнчен чул турттарать. 


Алексей Енейкин, Вадим Владимиров.