Салтака кайма хатӗрленекен каччӑсене ДОСААФ шкулӗсене пӗлӳ илме йыхравлаҫҫӗ

Пулас салтаксен вырӑнти ҫар комиссариачӗ урлӑ водителе тата водитель-парашютиста тӳлевсӗр вӗренме май пур.

Тӗп хулари ДОСААФ шкулӗнче занятисем ҫар йӗркипе пуҫланаҫҫӗ. Курсантсем парта хушшине лариччен строя тӑраҫҫӗ. Унтан взодсем ҫине уйӑрнӑ ушкӑнсем вӗренӳ планне кура пӳлӗмсене саланаҫҫӗ. Кунта экзаменри пекех ҫирӗп ыйтаҫҫӗ. Кашни йӑнӑша вӗрентекен тӗп компьютертан асӑрхаса тӑрать. Енчен те билетри икӗ ыйтӑва тӗрӗс хуравлаймасан - кашни йӑнӑшшӑн тепӗр 5 ыйту хушӑнать. Ҫар специальноҫӗсене тӗп хулапа пӗрлех Вӑрмарта, Улатӑрта, Канашра алла илме пулать. 

 


Леонид Петров, Виктор Степанов