Республикӑри шкулсем ҫӗнӗ автобуссемпе пуянланчӗҫ

Республикӑра кунсерен 363 шкул автобусӗ ҫула тухать, вӗсем 13 пин ҫурӑ ачана турттараҫҫӗ. Пӗчӗк ялсенчи пӗлӳ ҫурчӗсем хупӑнса пынӑ май ҫак кӑтарту ӳссех пырать. Транспорт куҫӑмӗпе ҫыхӑннӑ хӑрушсӑрлӑх ыйтӑвӗ те малти вырӑнта. Ҫакна шута илсе шкул автобусӗсен паркне тӑтӑшах ҫӗнетме тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫак кунсенче Чӑваш Енри вӗренӳ заведенийӗсем паха машинсемпе пуянланчӗҫ.

Республика тӳремӗнче шӑкӑрин 29 вӗр-ҫӗнӗ шкул автобусӗ тӑрать. Водительсем савӑнсах транспорт ӑш-чиккипе паллашса фарӑсемпе чӳречесене тусанран тасатаҫҫӗ. Шупашкартан яла ҫӗнӗ автобуспа кайма хатӗрленеҫҫӗ.

Хӑтлӑ автобуссем вунӑ ҫул ытла чупнӑ кивӗ машинсене улӑштараҫҫӗ. Вӗсене пурне те ятарлӑ программӑпа килӗшӳллӗн Федераци укҫипе туяннӑ. Ҫӗнӗ транспорт саккун ыйтнине туллин тивӗҫтерет. Кашнинчех 17 ҫын вырнаҫать.

Автобуссем ачасене куллен шкула турттарнисӗр пуҫне ытти ҫӗре тухса ҫӳреме те пысӑк майсем параҫҫӗ. 

Чӑваш Енри кашни муниципалитет пӗрер те пулин ҫӗнӗ автобуса тивӗҫрӗ. Канаш, Комсомольски, Муркаш тата Тӑвай тӑрӑхӗсене 2-шер, Шупашкар тӑрӑхне вара 3 машин пачӗҫ. Ҫавӑн пекех Канашпа Ҫӗмӗрле хулисем те ҫӗнӗ автобуслӑ пулчӗҫ.

Савӑнӑҫлӑ самантпа пухӑннисене Вӗренӳ министрӗ Дмитрий Захаров саламларӗ. Вырӑнти хыснаран укҫа-тенкӗ уйӑрса ҫулталӑк вӗҫлениччен республикӑра тепӗр 3 шкул автобусӗ илме палӑртнине пӗлтерчӗ. 

Алексей Енейкин, Игорь Ульянов