Сергей Артамонов министр пӗлтернӗ тӑрӑх, ял хуҫалӑх техникин ытларах пайне ҫӗр ӗҫченӗсем республика программипе килӗшӳллӗн туяннӑ. Вӗсен тӑкакӗсене регион бюджетӗнчен 30-50 процент таран саплаштараҫҫӗ. Техника хакӗн ҫуррине хӑмлаҫӑсем тавӑрма пултараҫҫӗ. Тыр-пул ҫитӗнтерекенсен субсиди виҫи 35 процентпа танлашать, пӗр вӑхӑтрах выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетессипе тата пахча-ҫимӗҫ туса илессипе ӗҫлекенсене 45 процент тивет. Республика хыснинчен субсиди илнисӗр пуҫне техникӑна лизинг мелӗпе е ҫӑмӑллӑхлӑ кредитсемпе усӑ курса туянма май пур. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑри 170-е яхӑн хуҫалӑх пысӑк хӑватлӑ 190 тракторпа, тырӑ выракан 39 комбайнпа пуянланнӑ.
Екатерина Фомина, Виктор Степанов