Республикӑра обществӑлла транспортра ҫӳремелли пӗрлехи билет тума палӑртнӑ

Унпа Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче пурӑнакансем усӑ курма пултарӗҫ.

Транспорт министерствинче икӗ майлӑ билет сӗнеҫҫӗ. Пӗрремӗш, йӑлана кӗнӗ йӗркепе, темиҫӗ хут усӑ курмалли тата ҫирӗплетнӗ хакпа ҫӳремелли. Иккӗмӗш - шутлӑ ярӑнмалли билет: 10, 25 е 50 хут. Чӑн та, кун пек документ 45 кунран ӗҫлеме пӑрахать. Пӗрлӗхлӗ билетпа Шупашкарта, Ҫӗнӗ Шупашкарта тата ҫак хуласем хушшинче ҫӳренӗ чух пур обществӑлла транспортра та усӑ курма юрать. Ку ыйтӑва яваплӑ ведомствӑра ҫак уйӑхӑн 31-мӗшӗнче пулакан канашлура татса памалла. 

Диана Иванова, Виктор Степанов