Республикӑра наци проекчӗпе кӑҫал та калӑпӑшлӑ ӗҫ тӑваҫҫӗ

Кӑҫал Чӑваш Енре "Хӑрушлӑхсӑр тата паха ҫулсем" наци проекчӗпе килӗшӳллӗн 66 лаптӑк ҫӗнетӗҫ. Вӑл шутра республика пӗлтерӗшлӗ 37 объект. Вӗсен пӗтӗмӗшле тӑршшӗ 89 ҫухрӑм. Паянхи кун 7 лаптӑка юсанӑ, 4-шӗнче вара рабочисем тӑрӑшаҫҫӗ. Ӗҫ мӗнле пынине Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑх министрӗ Владимир Осипов хакларӗ. 

Шупашкар - Сӑр автоҫулӑн 14-мӗш ҫухрӑмӗнче ӗҫе эрне ытла каялла пикеннӗ. Кунта 4 ҫухрӑм йӗркене кӗртмелле, 32 пин тӑваткал метр асфальт сармалла. Ҫак тӗллевпе 64 миллион тенкӗ тӑккалаҫҫӗ. Ӗҫе ҫурла уйӑхӗн варринче вӗҫлеме палӑртаҫҫӗ. 

Красноармейски тӑрӑхӗпе иртекен "Шупашкар - Сӑр" автоҫулӑн 48-мӗш ҫухрӑмӗнче вара кӗпер юсаҫҫӗ. Ӑна Шетмӗ юханшыв урлӑ хывнӑ. Паянхи куна монолит плитисене вырнаҫтарнӑ, асфальтпа бетон хутӑшне 70 процент сарнӑ. Объект хакӗ 101 миллион тенкӗ. Кӗпере ҫулталӑк вӗҫлениччен юсаса пӗтермелле.

Владимир Осипов министр ҫавӑн пекех Никольски - Етӗрне- Нурӑс ҫул ҫинчи ӗҫсем мӗнле пынине тӗрӗслерӗ. Кунта 10 ҫухрӑм ытла ҫӗнетмелле. Ҫак ҫулпа кашни кун ҫынсем таврари ялсенчен Етӗрнене ӗҫе ҫӳреҫҫӗ, ҫавӑнпа та ялан машин йышлӑ. Пӗтӗмӗшле юсав валли 565 миллион ҫурӑ тенкӗ пахса хунӑ. Объекта темиҫе тапхӑрпа юсаҫҫӗ. Кӑҫал подрядчик ӗҫе ака уйӑхӗнче пуҫӑннӑ. Паянхи кун Кӗҫӗн Чурашра асфальт сараҫҫӗ. Кунти лаптӑка 40 ҫул юсаман. 

Юлашки тапхӑрта ҫул паллисене улӑштараҫҫӗ, автобус чарӑнӑвӗсем вырнаҫтараҫҫӗ, ҫутӑ юписене ҫӗнетеҫҫӗ, тротуарсене юсаҫҫӗ. Пӗтӗм ӗҫе ҫулталӑк вӗҫлениччен пӗтерме палӑртнӑ. "Хӑрушлӑхсӑр тата паха ҫулсем" наци проекчӗпе килӗшӳллӗн кӑҫал республикӑра 4 миллиард та 655 миллион тенкӗ тӑккаламалла. Вӗсенчен пӗр миллиард та 226 миллионӗ федераци бюджетӗнчен. Унсӑр пуҫне республика пӗлтерӗшлӗ ҫулсене ҫӗнӗтме пӗр миллиард та 188 миллион тенкӗ казначейство кредичӗ илнӗ.

Диана Иванова, Игорь Ульянов