Республикӑра хуҫалӑхсем ҫуракине епле хатӗрленнине тӗрӗслеме тытӑннӑ

Патшалӑх техника надзорӗн инспекторӗсем трактор-комбайнсен юсавлӑхне тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Уй-хир ӗҫӗсем пуҫланиччен Чӑваш Енре 8 пин ытла техникӑна пӑхса тухмалла. Ҫирӗплетнӗ планпа килӗшӳллӗн ҫак ӗҫе ака уйӑхӗн 22-мӗшчен вӗҫлемелле.

Патӑрьел тӑрӑхӗнче тӗрӗслеве чылай маларах туса пӗтересшӗн. Ятарлӑ комисси иртнӗ эрнерех ӗҫе пуҫӑннӑ. Техника юсавлӑхне пӑхнипе пӗрлех, хуҫалӑхсемпе фермерсем мӗн чухлӗ вӑрлӑх, удобрени, ҫунтармалли-сӗрмелли материал хатӗрленине те шута илеҫҫӗ. Патӑрьелсем кӑҫал 36 пине яхӑн гектар ҫинче тӗрлӗ культура туса илесшӗн. Пӗтӗмӗшле пин те 500 трактор-машин пӑхса тухмалла. Хальлӗхе хуҫалӑхсем уй-хир ӗҫне лайӑх хатӗрленнине ҫирӗплетеҫҫӗ тӗрӗслекенсем. Техника паркӗ самай ҫӗнелни палӑрать. 

Ирина Николаева