Республикӑра "Хӑрушлӑхсӑр тата паха ҫулсем" наци проекчӗпе анлӑ усӑ кураҫҫӗ. Вӑл шутра Вӑрмар тӑрӑхӗнче те. Кунта 2 вырӑнта ӗҫ пырать. Вӑрмар - Кавал - Нурлат лаптӑк 13 ҫухрӑма яхӑн тӑсӑлать. Кунта кивӗ асфальта хырса ҫӗннине пӗрремӗш сийпе 4 сантиметр хулӑнӑш сарнӑ, ҫула ҫирӗплетнӗ. Эрне каялла ҫиелти сийне сарма тытӑннӑ.
Канаш - Ҫӗнӗ Туҫа - Славаш ҫул ҫинче те хӗрӳ тапхӑр. Кунта 3 ҫухрӑм ҫурӑ тӑршшӗ лаптӑка юсамалла. Пӗлтӗр 2 ҫухрӑм та 800 метрне ҫӗнетнӗ. Объекта 2025-мӗш ҫулхи утӑ уйӑхӗнче вӗҫлемелле.
Йӗпреҫ тӑрӑхӗнчи лаптӑкра "Элитстрой" пӗрлешӳ ӗҫлет. Кунта газ пӑрӑхне куҫарма тивнӗ, шыв юхмалли 5 пӑрӑха улӑштарнӑ, 2 автопавильон лартнӑ, ҫул хӗррисемпе ӳсекен йывӑҫсене касса тухнӑ. Пӗтӗмпе кӑҫал республикӑра подрядчиксемпе 43 объект тӗлӗшпе килӗшӳ тунӑ.
Яваплӑ ведомствӑра палӑртнӑ тӑрӑх, ӗҫсем графикпе килӗшӳллӗн пыраҫҫӗ. Эппин строительсем мӗн палӑртнине йӗпе-сапа пуҫланиччен туса пӗтерме тивӗҫ.
Надежда Александрова, Димитрий Макаров