Куславкка хулине "Мӑ-7" трассӑпа ҫыхӑнтаракан ҫула икӗ уйӑх каялла ҫӗнетме пуҫланӑ. Малтанласа юсава 2023-мӗш ҫулта кӑна вӗҫлеме палӑртнӑ пулнӑ. Федераци хыснинчен хушма укҫа уйӑрма пултарни ӗҫе самай васкатнӑ. Ҫавна май, ҫак 9 ҫухрӑм лаптӑка йӗркене кӗртме пӗтӗмпе 160 миллион тенкӗ тӑккаланӑ. Ҫӗнӗ ҫула хӑрушсӑрлӑх йӗркисене тивӗҫтерекен инженери тытӑмӗпе туллин тивӗҫтернӗ. Асӑрхаттару паллисем вырнаҫтарнӑ, ҫул айккине ҫирӗплетнӗ. Асфальта тӑршшӗпех ҫутта тавӑракан сӑрӑпа йӗрлесе тухнӑ. "Хӑрушлӑхсӑр тата паха ҫулсем" наци проекчӗ малалла пурнӑҫланать. Кӑҫал кӑна Чӑваш Енри 56 объектра 114 ҫухрӑм тӑршшӗ ҫул юсаса ҫӗнетмелле. Ку тӗллевпе 4 миллиард тенкӗ уйӑрнӑ.
Алексей Енейкин, Леонид Петров, Игорь Ульянов, Юрий Гурьянов