Пӗлӳ патне ҫул меллӗрех те хӑвӑртрах пулӗ

Владимир Путин хушӑвӗпе килӗшӳллӗн, Чӑваш Енри шкул автобусӗсен паркне ҫӗнетме 153 миллион ҫурӑ тенкӗ уйӑрнӑ. Ҫавна май 55 ҫӗнӗ машин туяннӑ. Вӗсем республикӑри 54 шкулти вӗренекенсене турттарӗҫ. Автобус уҫҫисене савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура Шупашкарта Республика тӳремӗнче пачӗҫ. 

Валерий Владимиров 20 ҫул ӗнтӗ Элӗк тӑрӑхӗнчи Тавӑтри вӑтам шкулта водительте тӑрӑшать. Ҫак вӑхӑтра вӑл ачасене КАВЗпа та, ПАЗикпе те турттарнӑ. Ҫӗнӗ "Газель-Некст" унчченхисенчен меллӗрех пуласса шанать вӑл.

"Газель-Некст" маркӑллисем пурӗ 40. Вӗсем 23 пассажира турттарма пултараҫҫӗ. Кашнинех хӑрушсӑрлӑх пиҫиххийӗсемпе тивӗҫтернӗ. Унсӑр пуҫне пӗчӗкрех автобуссем те пур. Вӗсенче 17 лармалли вырӑн таран. Икӗ автобус ҫӗнӗ маршрут тӑрӑх ҫӳреме пуҫлӗ. Ыттисем - киввисене ылмаштарӗҫ. 

Надежда Александрова, Вадим Владимиров