Ҫӗршывра шкул автопаркӗсене ҫӗнетмелли программа чылайранпа ӗҫлет. Иртнӗ 5 ҫулта кӑна унпа килӗшӳллӗн Чӑваш Ене республика тата федераци бюджетӗнчен уйӑрнӑ укҫапа 400 миллион ытла тенкӗлӗх ҫӗнӗ автобуссем кӳрсе килнӗ. Хальхинче ачасене турттарма 100 ытла миллион тенкӗлӗх транспорт туяннӑ. Чи малтанах 10 ҫултан ытларах ҫӳрекен, кивелсе пыракан транспорта ҫӗннипе улӑштараҫҫӗ. Ҫавӑн пекех хулара та шкул автобусӗсен ҫӗнӗ маршручӗсем уҫӑлаҫҫӗ. Ытларах аталанакан микрорайонсенчи ачасене турттарма транспорт уйӑраҫҫӗ. Шупашкарти вӗренӳ учрежденийӗсене хальхинче 5 автобус пачӗҫ.
Алиса Александрова, Леонид Петров