Карап Чулхула облаҫӗнчи Чкаловск хулинчен ҫула тухнӑ. Унта ӑна юсаса ҫӗнетнӗ, сӑрланӑ. Ку сторожевикӑн историйӗ пуян. Ӑна 1977-мӗш ҫулта Шупашкар хула администрацийӗ Калининградри ҫар ушкӑнӗн тинӗс хӳтӗлев дивизийӗпе килӗшӳ тусан "Чебоксары" ят панӑ. Унччен вӑл "Соболь" ятпа ҫӳренӗ. "Чебоксары" чӗрӗк ӗмӗр ҫӗршывӑн хӗвеланӑҫ чиккинче сыхӑ тӑнӑ. Унӑн экипажӗ Балти тинӗсӗпе ҫӳренӗ 570 ытла карапа тӗрӗсленӗ. Унта 100 ытла ентеш ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑ.
Алиса Александрова, Семен Антонов