Патӑрьел тӑрӑхӗнче вырӑнти ҫулсене юсамалли кӑҫалхи плана туллин пурнӑҫланӑ

Чӑваш Енре юсав тапхӑрӗ вӑй илсе пынӑ хушӑра, Патӑрьел тӑрӑхӗнче ҫулсене ҫӗнӗтсе пӗтернӗ те. Вырӑнти пӗлтерӗшлӗ объектсене республикӑри ҫул-йӗр фондӗнчен тата муниципалитет шутӗнчен йӗркене кӗртнӗ. Кӑҫал уйӑрса панӑ укҫапа 4 лаптӑка юсама май килнӗ. Вӑл шутра Татмӑша илсе ҫитерекен ҫул сыпӑкне: самай арканса пӗтнӗскер водительсене те, пассажирсене те нушалантарнӑ.

Татмӑша каймалли ҫул нумай пулмасть ҫеҫ ҫапла шӑтӑк-путӑк та чӑрмавлӑ пулнӑ. Машинсем часах ванса ҫӗмрӗлнӗ, ларса пыракансен тӳсӗмлӗхнӗ тӗрӗсленӗ тейӗн. Ҫакӑнтанах шкул автобусӗпе пассажирсене турттаракан транспортӑн та, васкавлӑ пулӑшупа пушар техникин те ҫӳреме тивнӗ. Район центрне илсе ҫитерекен пӗртен-пӗр ҫула юсас ыйтӑва ял халӑхӗ темиҫе те ҫӗкленӗ. Халӗ тинех ҫӗнӗ асфальта хаклама пултараҫҫӗ. 

2 ҫухрӑм ҫурӑ лаптӑка юсаса ҫӗнетнӗ - яла ҫитиччен тата ял пуҫламӑшӗнче. Подрядчик ӗҫе Ҫӗнтерӳ уявӗ хыҫҫӑн пуҫӑннӑ, 2 эрнере ҫула сарса пӗтернӗ. 5 ҫул ӑна гарантипе асӑрхаса тӑмалла пулать. 

Ирина Николаева, Святослав Петров