Пассажирсене Валдай кимӗсемпе турттарма пуҫланӑ

Чӑваш Енре пурӑнакансем Атӑл тӑрӑх Хусана тата Свияжска ҫитме пултараҫҫӗ. Унсӑр пуҫне Шупашкар юханшыв портӗнче ҫӗнӗ маршрутсем пирки те шутлаҫҫӗ. 

Атӑл тӑрӑх Хусана ҫитес текенсене кӑсӑкли чылай кӗтет. Шыв ҫулӗ гидроэлектростанци урлӑ иртет. Пассажирсемшӗн ку тӗлӗнмелли самант пулсан, экипаж валли - пысӑк яваплӑх. Ҫынсене виҫӗ кимӗ турттарма хатӗр. Вӗсем пурте Ҫӗнӗ Шупашкарти портра хӗл каҫнӑ. Тӗплӗ тӗрӗслев хыҫҫӑн кӑна ӗҫе пуҫӑннӑ. Владимир Громов - 13-мӗш Валдай капитанӗ. 40 ытла ҫул вӑл флотра тӑрӑшнӑ. Уйрӑмах, Лена, Обь юханшывсем асра юлнӑ. Шыв айӗнчи ҫунатсемлӗ караппа ҫӳреме тахҫанах ӗмӗтленнӗ. Мӗн шухӑшлани пурнӑҫланнипе хӗпӗртет. Хӗл каҫипе Атӑлшӑн тунсӑхласа ҫитнӗ, тет Владимир Викторович. "Валдай" шавланине те юрӑпа танлаштарать. 

Билетсене онлайн мелӗпе юханшыв порчӗн сайтӗнче туянма пулать. Унта пушӑ вырӑн пуррипе ҫукки тӳрех палӑрать. Кӑсӑклӑ маршрутсенчен пӗри - Свияжcк. Валдайсем утрав патӗнче канмалли кунсенчен ҫеҫ чарӑнаҫҫӗ пулсан, Хусанта - кашни кунах. Чулхулана та шыв ҫулӗпе ҫыхӑнтарма хатӗр. Анчах та пассажирсен шучӗ сахал. Пӗлтӗр, тӗслӗхрен, кӳршӗ региона Шупашкартан - сакӑр, каялла икӗ ҫынна турттарнӑ. Апла пулин те кӑҫал темиҫе рейс тума палӑртаҫҫӗ. Кун пирки маларах пӗлтерме шантараҫҫӗ. Билет хакне чакарма республика хыснинчен 24 ытла миллион тенкӗ субсиди уйӑрнӑ. 

Кӑҫал Тутарстан культурипе тӗплӗнрех паллашас текенсем валли ятарлӑ программа та хатӗрленӗ. Шел пулин те, валдайпа Куславккапа Сӗнтӗрвӑррине кӑҫал та ҫитме май килмӗ. Ку хуласенче хальлӗхе карапсене йышӑнма тивӗҫлӗ майсем йӗркелемен. 

Вероника Павлова, Екатерина Янгалакова