Иртнӗ ӗмӗрӗн 60-80-мӗш ҫулӗсенче Атӑл тӑрӑх питӗ нумай карап ҫӳренӗ. Инҫе ҫула та тухма пултарнӑ. Ҫавна шута илсе шыв ҫулӗпе тӗрлӗ маршрут уҫас, пассажирсене турттармалли ҫак мая ҫӗнӗрен чӗртсе тӑратас тӗллевлӗ юханшыв порчӗн ертӳҫисем. Ӗмӗтсене пурнӑҫлама 3 "Валдай" пулӑшма пултарать. Вӗсене Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хушӑвӗпе туяннӑ, халӗ вӗсем республика харпӑрлӑхӗнче тӑраҫҫӗ. "Валдай" карапа 45 ҫын вырнаҫма пултарать. Сехетре 65 ҫухрӑм хӑвӑртлӑхпа ҫӳреет. Хусана вӑл вӑтамран 3 сехетре ҫитет.
Надежда Александрова, Людмила Майкова, Михаил Солин