2000-мӗш ҫулсенче пассажирсене турттаракан патшалӑх предприятийӗ йывӑрлӑха кӗрсе ӳксен ҫак тивӗҫе уйрӑм предпринимательсем пурнӑҫлама пуҫланӑ. Вӑл шутра Муркашри Николай Никитин ывӑлӗпе. Николай Иванович профессипе инженер-механик, пӗр вӑхӑт автотранспорт пӗрлешӗвӗнче тӑрӑшнӑ. Ҫавӑнпа та ку ӗҫе вӑл лайӑх пӗлнӗ. Малтанах икӗ автобус пулнӑ, каярах парк пуянланса пынӑ. 2008-мӗш ҫулта автостанци хута яма вӑй ҫитернӗ.
Унсӑр пуҫне муниципалитетсем хушшинчи 4 маршрут пур. Муркашсене турттарма пуҫланӑранпа 25 ҫул ҫитнине халалласа Никитинсем парне тӑвас тенӗ. Пӗр кун пур маршрутпа та пассажирсем тӳлевсӗр ҫӳреме пултарчӗҫ. Сӑмах май, ҫак акцие Никитинсем кашни 5 ҫулта йӗркелеҫҫӗ. Тӑкаклӑ пулин те, чи пахи - ырӑ ӗҫ туни. Муркашра автостанци тӑвиччен чӑнах та йывӑрлӑхсем пулнӑ - пассажирсен транспорта урамра кӗтсе тӑмалла пулнӑ. Автостанци тытса тӑрасси пысӑк яваплӑх. Паян кунта 26 водитель тата ытти специалистем ӗҫлеҫҫӗ.
Николай Иванович обществӑлла пурнӑҫра та хастар. Муркашра волейбол турнирӗ йӗркелет, ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан салтаксене пулӑшу кӳрет. Уяв кунӗнче Муркаш ҫыннисене тепӗр парне те кӗтрӗ. Каҫхине культура ҫуртӗнче чӑваш эстрада артисчӗсен концерчӗ пулчӗ.
Диана Сафонова, Денис Афанасьев








