Паха ҫулпа кирлӗ ҫӗре ҫитме те хӑвӑртрах

Ҫитес вырсарникун юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗ ҫӗршывра ҫул-йӗр хуҫалӑхӗнче ӗҫлекенсен кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫак уяв умӗн Чӑваш Енре ҫӗнӗ объектсем уҫасси йӑлана кӗнӗ. Хальхинче республикӑра "Атӑл - Куславкка" автоҫула хута ячӗҫ. Савӑнӑҫлӑ пулӑмпа ку тӑрӑхра пурӑнакансене Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев саламларӗ. 

Куславккапа Сӗнтӗрвӑрри округӗсене ҫыхӑнтаракан асфальт ҫула сарасси "Хӑрушлӑхсӑр паха ҫулсем" наци проекчӗпе килӗшӳллӗн пурнӑҫланнӑ. 2 енлӗ, 6 метр сарлакӑш, 3 ҫухрӑм тӑршшӗ лаптӑк ку тӑрӑхри халӑхӑн пурнӑҫне самай ҫӑмӑллӑх кӳмелле, ҫул ҫинчи вӑхӑта перекетлеме май памалла. Ҫак паха енсене хӑшӗ-пӗри хаклама та ӗлкӗрнӗ. 

Ҫак лаптӑк Сӗнтӗрвӑррипе Куславкка хушшинчи 10 ҫухрӑм тӑршшӗ ҫул проекчӗн 2-мӗш тапхӑрӗ шутланать. Пӗлтӗр кӗркунне пуҫланӑ ӗҫсене палӑртнӑ вӑхӑтчен пӗр уйӑх маларах вӗҫленӗ. Пахалӑхӗ тӗлӗшӗнчен те иккӗленмелли ҫук. Хальхи технологисене тӗпе хурса сарнӑ ҫулӑн чӑтӑмлӑхӗ юсавсӑр 12 ҫула ҫитмелле. Ку тӑрӑхра ҫул тӑвас ӗҫе 2027-мӗш ҫулчченех палӑртса хунӑ.

Ку ҫул республикӑри округсене асфальтпа ҫыхӑнтаракан регион шайӗнчи пӗрремӗш сыпӑк пулчӗ. Черетре тепӗр пысӑк объект. Элӗкпе Хӗрлӗ Чутай тӑрӑхӗсем хушшинчи лаптӑк. 

Алиса Александрова, Михаил Солин