Олег Николаев Пӑрачкав районӗнчи Сӑр кӗперӗ ҫинчи юсавпа паллашрӗ

"Хӑрушлӑхсӑр тата паха автомобиль ҫулӗсем" наци проекчӗ районсенче мӗнле пурнӑҫланнине Республика ертӳҫин тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан хӑй асӑрхаса тӑрать.

Ҫак кӗпере 1970-мӗш ҫулта хута янӑ. Ҫур ӗмӗр хушшинче вӑл самай кивелнӗ. Икӗ енчи тротуар вырӑн-вырӑнпа катӑлса шӑтса пӗтнӗ пулнӑ. Ик айккинчи решеткесем вара тайӑлса шыва ӳкме пуҫланӑ. Ҫавӑнпа та ӑна тӗпрен ҫӗнетме вӑхӑт ҫитнӗ. Кӗпер тӑршшӗ 400 метр ытла, сарлакӑшӗ 7. Проектпа килӗшӳллӗн, строительсен халӗ тротуар плитисене улӑштармалла, каҫӑ каштисене тикӗслесе бетонпа ҫирӗплетмелле. Ҫиелтен асфальт сармалла. Ҫак ӗҫ икӗ тапхӑрпа пурнӑҫланать. Ҫитес уйӑхра кӗперӗн пӗр енчи ҫулне йӗркене кӗртмелле. Унтан тепӗр енне ҫӗнетмелле. Республика Пуҫлӑхӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев кивелнӗ кӗперсене ҫӗнетес ӗҫе кая хӑвармалла маррине каларӗ. 

Алексей Енейкин, Вадим Владимиров