Муркаш районӗнче транспорт виҫине тӗрӗслекен автоматизациленӗ пункт хута кайрӗ

Вӑл "Сӑр" ҫулӗ ҫинче - Муркаш районӗнчи Нискасси ялӗ ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ.

Йӗпе-сапа вӑхӑтӗнче ҫулсене ванса пӗтесрен сыхлас тӗллевпе республикӑра ятарлӑ проект пурнӑҫланать. Ку тӗрӗслев пунктне шӑпах унпа килӗшӳллӗн хута янӑ. Ҫулсене аталантарма ҫитес 5 ҫулта Чӑваш Енре 295 миллион ҫурӑ тенкӗ пӑхса хунӑ. Автоматизациленӗ тӗрӗслев пункчӗ машинсен йывӑрӑшне, тӑршшӗпе сарлакӑшне, тӗнӗл ҫине мӗн чухлӗ виҫе лекнине кӑтартать. Пункт 3 уйӑх тӗрӗслев йӗркипе, ун хыҫҫӑн тулли хӑватпа ӗҫлесе кайӗ. 

 


Диана Иванова, Вадим Владимиров