Куславкка районӗнче тӗпрен юсанӑ хыҫҫӑн Мӑ-7 федераци ҫулӗн пӗр пайне уҫрӗҫ

Мускав - Хусана ҫул водительсемпе пассажирсемшӗн якарах тата хӑрушсӑртарах пулӗ.Ҫак вырӑнтан талӑкра 27 пин машин иртет.

Подрядчик пӗлтӗр ҫулла ӗҫе пуҫӑннӑ. Графикпе ҫӗнелнӗ аслӑ ҫул ҫине транспорт кӑҫал чӳк уйӑхӗнче тухмалла. Ҫапах та 17 ҫухрӑма тӑсӑлакан лаптӑка палӑртнӑ вӑхӑтран маларах юсаса ҫитернӗ. Проект хакӗ - 1 миллиард та 500 миллион тенке яхӑн.  Халӗ Куславкка районӗнчи трасса 4 йӗрлӗ. Ҫакӑ машинсене чӑрмавсӑр тата транспорт юхӑмӗ уйрӑмах вӑйлӑ чухне пӑкӑра лармасӑр ҫӳреме май парӗ, инкексен шучӗ те чакмалла. Унсӑр пуҫне 4 ҫул ҫаврӑнӑшӗ тунӑ.

 


Алиса Александрова, Вадим Владимиров