Предрияти пӑхса тӑракан пӗтӗмӗшле лаптӑк - 4 миллион ҫурӑ тӑваткал метр. Вӑл шутра ҫулсем, тротуарсем, ҫӗр ҫийӗн тата айӗн каҫмалли вырӑнсем, транспорт чарӑнӑвӗсем. Хӗллехи тапхӑрта хулана юртан тасатма хуҫалӑхра 35 машин, 56 ятарлӑ техника пур. Предприятире вун-вун ҫул вӑй хуракансем, паллах, ырӑ улшӑнусене туйса савӑнаҫҫӗ.
Хӗлле вӑхӑтра ӗҫе пикенмесен юл тултарса ларма пултарасси - пӗр нуша. Ҫавӑн пекех шуҫлак вырӑнсене те йӗркене кӗртсех тӑмалла. Пӑрлака ирӗлтерме кӑҫал 42 пин тонна хӑйӑрпа тӑвар тата 467 тонна бионорд текен хутӑш хатӗрленӗ. Хулари уйрӑмах хӑрушӑ шутланакан ҫул лаптӑкӗсенче 37 ещӗк хӑйӑр пулӗ. "Дорэкс" предприяти техники ытти хуҫалӑхсенчи пекех ҫулталӑкра 3 хут тӗрӗслев витӗр тухать. Инспекторсем кунта кашнинчех тӗплӗн хатӗрленнине палӑртаҫҫӗ.
Юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗнчен предприятин мӗн-пур служби хӗллехи йӗркепе ӗҫлеме пуҫлать. Ҫанталӑк пӑсӑлсан ятарлӑ техника талӑкӗпех вӑй хурӗ.
Алиса Александрова, Денис Пахмутов, Михаил Солин