Ирхи 6 сехет ҫурӑрах хула урамӗсенче халӑх йышлӑ. Ачасем сатике е шкула, ашшӗ-амӑшӗ ӗҫе васкать. Ҫак хӗвӗшӳре транспорт куҫӑмӗ те пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Ҫула тухаканшӑн чи пахи - кирлӗ ҫӗре вӑхӑтлӑ тата тӗрӗс-тӗкел ҫитесси. Ҫакна шута илсе хула администрацийӗ обществӑлла тарнспорт маршрутне май пур таран улшӑнусем кӗртме тӑрӑшать. Нумай пулмасть, халӑх ыйтнипе 10-мӗш тата 18-мӗш троллейбуссен ҫулне Алькеше ҫити тӑснӑ. Тепӗр улшӑну 14-мӗш троллейбуса пырса тивет. Ун ҫулне "Хӗвеллӗ" микрорайон таран тӑсма палӑртнӑ. 5-мӗшпе 11-мӗш троллейбуссене вара пӗрлештерме пултараҫҫӗ. Малашне вӗсем пурте 11-мӗш маршрут пулӗҫ. Анчах та ӳлӗмрен троллейбуссем колхоз пасарӗ хыҫҫӑн Николаев урамӗ енне пӑрӑнмасӑр тӳрех Гагарин урамӗпе 5-мӗш маршрут ҫулне такӑрлатӗҫ.
Алексей Енейкин, Михаил Солин