"Хӑрушлӑхсӑр тата паха автомобиль ҫулӗсем" наци проекчӗпе килӗшӳллӗн Шупашкарта юсав малалла пырать

Объектсенчи ӗҫе Чӑваш Республикин транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑх министрӗ Владимир Осипов хакларӗ.

Шупашкарти 5 лаптӑка федераци ҫулӗ ҫинче усӑ куракан ҫӗнӗ технологипе юсаҫҫӗ. Асфальт ҫийӗ ҫирӗпрех пулать, нумайлӑха чӑтать. Вӑл шутра Эгер бульварӗнчи ҫула ҫак меслетпе йӗркене кӗртеҫҫӗ. Проект хакӗ 91 миллион тенкӗ. Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑх министрӗ палӑртнӑ тӑрӑх, ӗҫ графикпе килӗшӳллӗн пулса пырать, ҫитменлӗхсем ҫук. Чи пӗлтерӗшли вара строительсем 5 ҫул гаранти параҫҫӗ.

 

Елена Дмитриева, Анна Давыдова, Виктор Степанов