"Хӑрушлӑхсӑр тата паха автомобиль ҫулӗсем" наци проекчӗпе кӑҫал Шупашкарта 18 адреспа асфальт ҫӗнетӗҫ.

Кун пирки хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Олег Белов халӑх хастарӗсемпе ирттернӗ тӗлпулура пӗлтерчӗ.

Шупашкар урамӗсене хӑтлӑлатмашкӑн кӑҫал наци проекчӗпе пӗр миллиард та 200 миллион тенкӗ уйӑраҫҫӗ. Ҫулсене юсанипе пӗрлех Сӑкӑт кӗперне тата Трактор тӑвакансен проспектӗнчи каҫӑна ҫӗнетеҫҫӗ. Ҫавӑн пекех Эгер бульварӗпе Игнатьев, Дементьев, Коопераци, Ислюков тата Ильбеков урамӗсенче пысӑк ӗҫ туса ирттермелле. Конкурсра 4 подрядчик ҫӗнтернӗ. План тӑрӑх палӑртнӑ ӗҫсене ҫӗртме уйӑхӗнче вӗҫлемелле. Вӗсен яваплӑхне палӑртас тӗллевпе хула администрацийӗ 3-мӗш ҫул ҫакӑн пек тӗлпулусем йӗркелет. Унта хулара пурӑнакан ахаль ҫынсем те хутшӑнма пултараҫҫӗ. Вӗсем шӑпах ҫул-йӗр тӑвакансен ӗҫне асӑрхаса пурна-киле сиксе тухма пултаракан пӑтӑрмахсене татса пама пулӑшаҫҫӗ. 

 

Алексей Енейкин, Никита Углев