Ҫулталӑк вӗҫлениччен республикӑри троллейбус паркӗ 70 яхӑн ҫӗнӗ машинпа пуянланмалла

Тӗп хулари тата Ҫӗнӗ Шупашкарти электротранспортӑн 90 проценчӗ кивӗ. Вӗсен йышӗнче чӗрӗк ӗмӗр ӗҫлекеннисем те пур.

Кӑҫал утӑ уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Чӑваш Енпе Раҫҫей Правительстви пӗлтерӗшлӗ килӗшӳ тунӑ. Республикӑри троллейбус паркне ҫӗнетме пӗр миллиард та 172 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ. Кун пирки калакан хушӑва Правительство ертӳҫи Михаил Мишустин алӑ пуснӑ. Ҫавна май Чӑваш Ене 68 ҫӗнӗ троллейбус кӳрсе килӗҫ. Вӗсемпе Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкарти обществӑлла транспорт паркӗсене пуянлатӗҫ. 

 

Алена Артемкина, Никита Углев