Специалистсем Никольский ячӗллӗ професси колледжӗнче вӗренекенсем патӗнче пулчӗҫ. Чи малтан вӗсем тӑркӑчпа ярӑннӑ чухне мӗнле правилӑсене пӑхӑнмаллине ӑнлантарса пачӗҫ. Йӗркене пӑснӑшан яваплӑх та пӗчӗк маррине аса илтерчӗҫ. Ун хыҫҫӑн ҫамрӑксем ятарлӑ тест ыйтӑвӗсене хуравласа хӑйсен пӗлӗвне ҫирӗплетрӗҫ. Ӑсталӑх урокӗнче вара кашниех самокатпа ярӑнса пӑхма пултарчӗ.
Автоинспекторсем палӑртнӑ тӑрӑх, ытларах чухне электросамокатсемпе ҫӳрекенсем ҫул урлӑ тӗрӗс мар каҫаҫҫӗ тата пӗр хатӗрпе темиҫен ярӑнаҫҫӗ. Ҫакӑншӑн вара штраф тӳлеттерҫҫӗ. Нумай пулмасть, тӗслӗхрен, пӗр ҫурт картишӗнче тӑркӑчпа ҫул варрипе пыракан ачана автомашин таптанӑ. Ачана больницӑна ӑсатнӑ. Ҫавна май специалистсем хӑрушсӑрлӑх йӗркине ҫирӗп пӑхӑнмаллине каларӗҫ.
Анастасия Хрисанфова ҫак хатӗрпе пӗлтӗр ярӑнма пуҫланӑ. Ку транспорт хулари ҫулсем ҫинче пробкӑсем чухне кирлӗ ҫӗре хӑвӑрт ҫитме май панипе палӑртрӗ вӑл. Ҫапах та ҫул-йӗр правилисене пӑхӑнни, асӑрханулӑх тӗп вырӑнта пулмалла, терӗ хӗр.
Оксана Верликова, Виктор Степанов